Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать.
Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗ Ҫӗнӗ ҫултан пирӗн ҫӗршывра 349 тенкӗ, е 6,7 процент, ӳсӗ. Ҫапла вара тупӑш пайӗ уйӑхсерен 5 554 тенке ларсан ним мар майлашса-шайлашса пурӑнма пулать тесе ӑнланмалла-тӑр ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак укҫа виҫи 5 205 тенкӗпе танлашать.
Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тени, тӳррипе, ҫавӑн чухлӗ тупрапа шик шӑхӑрса пурӑнма ҫитессине кӑна пӗлтермест-ха ӗнтӗ. Ӑна, тӗпрен илсен, тӗрлӗ пулӑшӑва шутласа панӑ чух тӗпе хураҫҫӗ. Е тата ӗҫ укҫине ҫавӑнтан сахал тӳлеме ирӗк ҫук.
Хыпар ятне курсанах хӑшӗсем «Ӑҫтан шухӑшласа кӑлараҫҫӗ тульккӑш», — тесе тарӑхасси пирки иккӗленӳ ҫук. Вӑтам тени мӗнпур ҫыннӑн шалӑвне тӗпе хунипе пухӑнать те тӗлӗнмеллиех ҫук. Кунта, паллӑ ӗнтӗ, пуҫлӑхсен ӗҫ укҫийӗ те, урам шӑлаканӑн та кӗрет. Ҫапла вара Чӑваш Енри уйӑхри шалу вӑтамран 18 пин те 859 тенкӗ те 70 пуспа танлашнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче.
Финанс отраслӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 30 пин тенкӗрен ытларах иккен, патшалӑх управленийӗнче 29 пин тенкӗрен иртнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ яланхиллех пысӑк мар: вӗсем вӑтамран 10-шар пин тенкӗ илнӗ.
Атӑлҫи федераци округне илсен, пирӗн патринче пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илекен регионсен шутӗнче Киров тата Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мари Элпа Мӑкшӑ Республики.
Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 18 пин те 802 тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсене илсен. Пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан вӑл 14,5 процент ӳснине пӗлтерет иккен. Авӑн уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи вара 20 пине ҫывхарнӑпа пӗрех — 19 пин тенкӗ те 502 тенке ҫитнӗ.
Шалу уйрӑмах аван илекенсем ӑслӑлӑхпа ӗҫлекенсем имӗш. Финансистсем те лайӑх илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне патшалӑх управленийӗнче, ҫар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе тата социаллӑ страхованипе тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи пӗчӗк тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук. Пуринчен пӗчӗк шалу илекенсем вара — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче, ял хуҫалӑхӗнче, пулӑ тытассинче, хӑна тата ресторан бизнесӗнче тӑрӑшакансем. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ, «конвертри» шалӑва шута илмесӗр. Ара, ӗҫ укҫин калӑпӑшне пытаракансем те ҫук мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне тата вӑтам тенине пуҫлӑх шалӑвӗ те, урай ҫӑваканнӑн та кӗрет.
РИА Рейтинг паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчи шалу укҫисен шайне танлаштарнӑ. Ун валли Джини коэфицциентне усӑ курнӑ вӗсем. Ку меслетпе статистикӑра анлӑн усӑ кураҫҫӗ — вӑл халӑхри танмарлӑха лайӑх кӑтартса парать имӗш. Ун виҫи 0%–100% хушшинче вырнаҫнӑ. Енчен те пурте пӗрешкел ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ пулсан Джини коэфицциентчӗ 0% танлашнӑ пулӗччӗ. Халахра танмарлӑх ӳснӗ ҫем ҫак коэффициент та 100% патнелле талпӑнать.
Чӑвашри шалӑва пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри Джини коэфицциентчӗ 31%-па танлашнӑ. Чи пысӑк виҫесем вара Мускавра тата Чечня, Дагестан, Тыва республикисенче иккен. Мускавра вӑл 39,3% пулсан, Чечня республикинче 40,1% таранах ҫитет имӗш. Вӑтамран пӑхсан вара Раҫҫейри шалу укҫисен танмарлӑхӗ Яппунпа Португали патшалӑхӗсенчипе пӗр тан — вӗсенче Джини коэфицциентчӗ 37,7% ҫитет.
Танлаштарнӑ май РИА Рейтинг эксперчӗсем уйӑхне 9 пинрен сахалрах тата 75 пинрен ытларах илекенсен йышне пӑхнӑ иккен. Пирӗн республикӑра 20,6% ӗҫлекен ҫын 9 пинрен сахалрах илет имӗш. Пуянсен йышӗ вара пӗчӗк — 1 процента та ҫитмест (0,8%). Пирӗнешкел пуян маррисен йышне кӳршӗлле тӑрӑхсенчен Мари Элпе Мӑкшӑ республикисем, Кировпа Чӗмпӗр облаҫӗсем кӗреҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ 3,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чӑвашстат уйӑх каяллахи ҫав кунпа танлаштарса пӑхнӑ та парӑм виҫи ҫав тапхӑртинчен 51,7 процент чакнине асӑрханӑ. Федерацин Атӑлҫи регионӗнчипе те виҫсе хакланӑ. Пирӗн патри ӗҫ укҫи парӑмӗ чи пӗчӗкки иккен.
Ӗҫ укҫипе парӑмлисене отрасльсем тӑрӑх та тишкерсе тухнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ укҫи парӑмӗнчен пысӑк пайӗ — 2,3 миллионӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсене пырса тивет иккен. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле мар та пулӗ — ку енпе лару-тӑру яланах ҫавӑн пек пулнӑ-тӑр.
Ҫитменнине халӗ ял хуҫалӑх отарслӗшӗн ӗҫҫи тапхӑрӗ пулнине шута илсен ӳпкелеме те йывӑр тейӗн. Анчах, мӗн тӑвӑн, ҫынсем айӑплӑ мар — вӗсене шалӑва вӑхӑтра тӳлемелле. Хӑш-пӗр чухне пуҫлӑхсене судпа айӑпласа та ӗҫ укҫине тӳллетерме тивет. Ав, Улатар районӗнчи, Аверьев фермера ҫапла айӑпланӑ хыҫҫӑн вӑл шӑкӑрттин кӑна хӑйӗн ӗҫченӗсене 2,2 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта учительсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку вӑл 40 процента яхӑн пысӑкрах-мӗн. Ача пахчисенчи воспитательсен те кӳренме сӑлтав ҫук — вӗсем халӗ вӑтамран 17 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсене 63,5 процент ӳстерсе панӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен 57,4 процент ӳссе 16,5 пин тенке ҫитнӗ. Культура тата социаллӑ учрежденисенче тӑрӑшакансене уйӑхсерен вӑтамран 11–10 пиншер тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Тухтӑрсем те ӳлӗмрен укҫа пӗчӗк тесе тарӑхма пӑрахасса шанас килет. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче врачсен вӑл вӑтамран 27 пин тенкӗ ларнӑ, медицина сестрисен — 15,5 пин тенкӗ ытларах, санитаркӑсен 9 пин тенкӗрен иртнӗ. Врач тенӗрен, т.п врачсен 87 пин тенке ларни те пур иккен. Пӗр муниципалитетри тӗп тухтӑрӑн ача ҫуратма каяс умӗнхи отпуск 150 пин тенкӗ тухнӑ-мӗн.
Ҫапах та пур ҫӗрте те шалу пӗр пек лармасть иккен. Пӗр енчен, вӑтам тенине тӗп тухтӑр та, ансӑр специализациллӗ врач та кӗни паллӑ ӗнтӗ. Е тата ҫакна палӑртмалла. Пӗр ӗҫе пурнӑҫлакансен шалӑвех тӗрлӗ муниципалитетра расна-мӗн. Акӑ, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене илсен, Элӗк районӗнче педагогра тӑрӑшнине нимӗн те ҫитмест темелле.
Елчӗк районӗнчи «Знамя» кооператив ертӳҫине ӗҫ укҫипе парӑма кӗрсе кайнӑшӑн пуҫлӑх пуканӗнчен ҫулталӑклӑха хӑтармалла тунӑ. Предприятин 23 ҫынна пурӗ 100 пин тенкӗ ытларах тӳлемелле пулнӑ. Тен, прокуратура шеллетчӗ те пуль-ха, асӑрхаттарнипех ҫырлахатчӗ-тӗр, анчах кун пек «ҫылӑха» ертӳҫӗ унччен те пӗрре кӗнӗ иккен. Хальхинче вара дисквалификацилемех йышӑннӑ. Кун пек сӗнӳпе малтан суда тавӑҫпа тухнӑ — тӳре килӗшнӗ.
Сӑмах май, «Знамя» кооператив пуҫлӑхӗ евӗр айӑплава кӑҫал республикӑри 13 ертӳҫӗ хӑйӗн тӑрӑх курса ӗненнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун Шупашкарта, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче республикӑра ӗҫлекенсен шалу укҫийӗ мӗнле шайра тӑнине сӳтсе яврӗҫ.
Республикӑра ҫак хушӑра медицина тата социаллӑ енпе ӗҫлекенсен шалу укҫине хӑпартмалли программӑна пурнӑҫлама пуҫланӑ. 2012 ҫулта тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 25 784 тенкӗпе танлашнӑ. Кӑҫал вӗрентекенсемпе ача пахчи ӗҫченӗсем шалӑва пӗлтерхи ҫулсенчен ытларах илме пуҫланине палӑртнӑ. Вӗрентекенсен уйӑхне вӑтамран 17 363 тенкӗ, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен вӑтамран 14 420 тенкӗ тухнӑ иккен.
Культура министерствинче шантарнӑ тӑрӑх вӗсене пӑхӑнакан учрежденисенче халӑхӑн шалу укҫине виҫӗ хутччен ӳстерме палӑртнӑ. Паянхи куна илсен унти халӑх вӑтамран 9 пин илет иккен. Кусем малашне тухтӑрсенчен те ытларах илме пуҫлӗҫ тесе шутларӑр пулсан — йӑнӑшатӑр, виҫӗ хутччен тени кунта ӗҫ укҫине кӑҫал ака, утӑ тата юпа уйӑхӗсенче хӑпартассине ҫеҫ пӗлтерет. Юпа уйӑхӗ алӑкран шаккама пуҫласан вӗсен вӑтам ӗҫ укҫийӗ 10 пине ҫеҫ ҫитет имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |